Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Паян Патшалӑх истори архивӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалласа «С пером и оружием» документлӑ курав уҫӑлать. Унти документсем фронтра пулнӑ чӑваш ҫыравҫисен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ.

Вӑрҫа Чӑваш Енрен 208 пин ытла ҫын тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче – ҫыравҫӑсемпе журналистсем те. Вӗсем ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра та ҫырма чарӑнман, салтаксене хавхалантарнӑ.

Куравра Петӗр Хусанкайӑн, Яков Ухсайӑн, Леонид Агаковӑн, Илпек Микулайӗн, Василий Алагерӑн, Василий Алентейӗн, Александр Алкан, Алексей Талвирӑн, ҫавӑн пекех Василий Долгов литературоведӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма пулать.

Курав 14 сехетре ҫак адреспа уҫӑлӗ: Шупашкар хули, Уруков урамӗ, 2-мӗш «а» ҫурт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chebcult21
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ржев ҫывӑхӗнче пуҫ хунӑ Николай Андреевич Харитоновӑн ӳчӗ тинех канлӗх тупнӑ. Ӑна Элӗк округӗнчи Шӗмшеш ялӗнчи масар ҫине пытарнӑ. Ҫапла, салтак тӑван тӑрӑхне 83 ҫултан таврӑннӑ.

Вӑрҫа тухса кайнӑ чухне Николай Андреевичӑн килте мӑшӑрӗ юлнӑ. Фронта кайиччен вӑл колхозра ӗҫленӗ. Унӑн ӳтне 83 ҫултан шыравҫӑсем тупнӑ.

Салтак ӳтне пытарнӑ чухне шкул ачи Семен Семенов паттӑра асӑнса сӑвӑ вуланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15986
 

Харпӑр шухӑш Хӗсмет

… 1941-мӗш ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак тарана ҫити, 80 ҫул, хӑрушӑ инкеклӗ вӑрҫӑн ахрӑмӗ халь те ырату туйӑмӗпе чунсене витерет…

2015-мӗш ҫулхи ҫӗртме (июнь) уйӑхӗнче ман Белорусси ҫӗрӗнче, Брест крепоҫӗнче пулма тӳр килчӗ. Эпӗ Брест ҫывӑхӗнчи «Буг» ятлӑ санаторире канатӑп, анчах та кунта канма кӑна мар, ятарласа Брест крепоҫӗнче пулса курма килнӗ. Буг вӑл — кунтан инҫех мар юхса иртекен юханшыв ячӗ, Брест крепоҫне ҫитиех юхать. Июнӗн 20-мӗшӗнче санаторирен Брест крепоҫне йӗркеленӗ экскурсине каятпӑр, малтан музейра шалта пулса куратпӑр, унтан крепоҫ тӑрӑх утса экскурсовод пире кӑтартса тата каласа панисене итлетпӗр. Хальхи музей вырнаҫнӑ ҫурта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗппипех аркатнӑ, 1956-мӗш ҫулта ӑна юсаса ҫӗнӗрен хӑпартнӑ, ҫав ҫулхи февралӗн 23-мӗшӗнче кунта малтан музей-пӳлӗм, ноябрӗн 8-мӗшӗнче — музей уҫнӑ. Ишӗлчӗксен айӗнче тупӑннӑ экспонатсем, ҫынсем пырса панӑ документсем 1956-мӗш ҫултанпа халь ку музейра 4 пине яхӑн. Эпӗ те «Щепкин шкулӗ. Пӗрремӗш чӑваш студийӗ» кӗнекене музея парнелетӗп. Ун ҫине «Ман атте Степанов Мефодий Степанович Брест крепоҫне хӳтӗленӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн ку эрнере бюджета планлассине кӑна мар, профессири ят-сума та тимлӗх уйӑрмалла. Ертӳлӗх сирӗнпе мӗнле хутшӑннинчен финанс лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси килет-ҫке-ха. Халӗ Ҫӗнӗ ҫул парнисене туяннӑ чухне те укҫа хӗрхенмелле мар.

Кӑрлач, 01

1846
180
Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ.
1901
125
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ.
1931
95
Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1940
86
Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1941
85
Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ.
1941
85
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ.
1946
80
Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ.
1951
75
Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1951
75
Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1962
64
Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1986
40
Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи